Кӗр кунӗсем ҫитсен ӗлӗк-авал чӑвашсем чӳк ирттернӗ. Ваттисене аса илнӗ, Турӑсенчен ырлӑх ыйтнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ҫыннисем те авалхи йӑласене манас мар тесе чӳк ирттернӗ. Ӑна вӗсем ахаль вырӑнта мар, ял ҫыннисем ӗлӗкех чӳклеме ҫӳренӗ таса вырӑнта йӗркеленӗ. Вӑл ялпа юнашарти Ҫӑва вӑрманӗнче вырнаҫнӑ. Ӗлӗкех кунта ҫӑва пулнӑ иккен, ҫавӑнпа вӑрманне те ҫав ята панӑ. Ҫӑваран хальхи вӑхӑтра нимӗнле йӗр те юлман тесен те юрать — йывӑҫсем кӑна кашласа лараҫҫӗ. Ҫавах та ҫӑва йӗри-тавра чавса тухнӑ канавсем халӗ те сыхланса юлнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, ҫӑвапа юнашарах чӳк вырӑнӗ те пулнӑ. Вӑл тӗпӗ-йӗрӗпе ҫухалман, унӑн вырӑнӗ ватӑсем урлӑ пирӗн вӑхӑтччен ҫитнӗ.
Пухӑннисем ваттисене асӑнса чӑх пуснӑ, ырӑ хӑватсене пурнӑҫра пулӑшса пыма ыйтнӑ. Ку ӗҫре чӳк йӗркине пӗлекен Фёдор Мадуров пулӑшнӑ. Вӑл чӳк йӗркине каласа панӑ, чӳклеме пулӑшнӑ.
Шупашкар районӗнчи Янӑшри кинемисемпе мучисем Шупашкара спектакль курма кайса килнӗ. Канӑва культурӑллӑ майпа ирттернисем — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвне тивӗҫтерекен центр тытӑмӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем.
Ватлӑхри куна социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмра ирттерекенсене асӑннӑ ҫуртӑн ертӳҫи Роза Васильева йӗркеленипе хулана илсе кайнӑ. Вӗсем К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ. Ватӑсем Федор Павловӑн «Ялта» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле курнӑ.
Темиҫе теҫетке ҫул каяллах ҫырнӑ хайлав чӑваш драматургийӗн малтанхи тапхӑрне кӗрет пулин те куракана вӑл паян та килӗшет, ӑна пӑхнӑ чухне халӑх чуна ыраттарса, пӗтӗм чунтан хумханса пӑхать. Янӑшри ватӑсем те спектакле юратса йышӑннӑ.
Ишлей ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Мускавра Ломоносов ячӗллӗ университетра вӗреннӗ, сакӑрвунна ҫывхаракан Геннадий Трифонов геолог нумаях пулмасть Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑра пулнӑ. Унта вӑл XXXV Пӗтӗм тӗнчери геологи конгресне хутшӑннӑ.
Профессор хӑй вӑхӑтӗнче Урал тӑрӑхӗнчи, Саянти, Алтайри, Украинӑри руда тӗл пулакан вырӑнсенче ӗҫлесе пурӑннӑ. Ӑслӑлӑхри унӑн ӗҫӗсем АПШра та, Египетра та, ытти хӑш-пӗр ҫӗрте те упранаҫҫӗ.
Геннадий Трифонов Турцире, Испанире, Португалинче, Францинче, Египтра, Грецире, Германире, Венгрире, Австралинче тата ытти ҫӗршывра пулнӑ. «Советская Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Чӑваш Ен пирки ытти ҫӗрте илтнӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ та, геолог савӑнӑҫлӑ хыпарах калайман: пирӗн тӑрӑх ҫинчен этнографсем кӑна пӗлеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Юрий Ефимов тата чӑваш филологийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» анлӑ лару иртрӗ. Унта Ефимов Юрий Филипповича аса илчӗҫ.
Анлӑ ларура хӑйсен асаилӗвӗсемпе Леонид Петров, Виталий Сергеев, Пётр Яковлев, Юрий Скворцов, Елизавета Васильева, Анна Егорова паллаштарчӗҫ. Мероприятие тӑванӗсем те килнӗччӗ.
Ефимов Юрий Филиппович 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш патшалӑх педагогика инситучӗн историпе филологи факультетӗнче илнӗ. Ун хыҫҫӑн ачасене вӗрентнӗ, «Пионер сасси» (хальхи «Тантӑш») хаҫат редакцийӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1975 ҫулсенче чӑваш телекуравӗнче литературӑпа драма, ача-пӑча редакцийӗсенче ӗҫленӗ. 1991–1998 ҫулсенче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑ.
Юрий Филиппович — 30 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Вӑл пуҫарса янипе хальхи вӑхӑтра «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» хатӗрлеҫҫӗ. 2 томӗ тухнӑ, кӑҫал виҫҫӗмӗшне кун ҫути кӑтартмалла.
Шупашкар районӗнчи культурӑпа кану центрӗн «Эйфория-Иллюзия» халӑх театрӗ премьерӑна хатӗрленет. Кӳкеҫсем Кӳкеҫре пурӑнакан Алина Изман журналист халӑх юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ «Запутанная история» (чӑв. Пӑтравлӑ истори) хайлава суйласа илнӗ. Театр ертӳҫи Е.В. Федорова ертсе пынипе ачасем ҫак кунсенче репетицисем ирттереҫҫӗ. Юмах лартма ҫипуҫ ҫӗлеме, декораци хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Виҫӗ ҫултан пуҫласа 12-чченхи ачасем валли тесе хатӗрлекен юмахри тӗп сӑнарсем — Вовкӑпа унӑн йӑмӑкӗ Лиза. Вӗсем хальхи вӑхӑтри хӑш-пӗр ача пекех: кӗнеке вулама кӑмӑлламаҫҫӗ, компьютерпа мультфильм тесен вӗсен сехечӗ-сехечӗпе монитор е экран умӗнче ларма хатӗр.
Юмах премьерине раштав уйӑхӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ.
Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете. Свободная, как птица. Себе-то цену знаю. У всех на виду, по жизни иду, но пропадаю. А целый мир еще не знает, какая дама пропадает!». Чӑвашла каласан, хӗрарӑмӗ хитре, ӑслӑ тет, анчах пӗччен. Хӑй тата кайӑк пекех ирӗклӗ. Пӗтӗм ҫын умӗнче тӗнче тӑрӑх утса пынӑ чухнех пӗтетӗп тет.
Ҫак сӑмахсен тарӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илейменнисене юрӑҫ: «Оглянитесь вокруг, и поймете вы вдруг, что я — одна такая!» — тесе калать. Тепӗр майлӑ каласан, суккӑр арҫынсене ҫаврӑнса пӑхма ыйтать. Лешсем, хайхи тӑнкӑр-тӑнкӑр этемккесем, мӗн тери чаплӑ хӗрарӑм пӗтнине пӗлмеҫҫӗ те курӑнать.
Шупашкар районӗнчи Янӑш шкулӗнче вӗрентекенсене ӗҫе илсе ҫитерес ыйтӑва татса панӑ. Унччен икӗ учителе кунсерен илсе килес тесе шкул автобусӗн 2,5 ҫухрӑм парӑнтарма тивнӗ. Халӗ вӗсене автобус водителӗ хӑйӗн машинипе илсе ҫитерет.
Пӗтӗмпе 7 ӗҫченӗн шкула ҫитме чӑрмавлӑ. Вӗсен йышӗнче — 4 техслужащи.
Шкулта спорт инфратытӑмӗ тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ӗҫченсем пирки те манмаҫҫӗ. Шкулӑн автобус тата микроавтобус пур. Вӗрентекенсене ӗҫе автобуспа илсе ҫитерни — йӗркене пӑсни. Ҫавӑнпа харпӑр водительсемпе калаҫса татӑлма тӑрӑшаҫҫӗ.
Автобуспа илсе ҫӳрес ыйтӑва янӑшсем РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева килсен те ҫӗкленӗ. Аса илтерер: вӑл унта авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫитнӗ.
Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем Катерина Галицына юррипе авкаланса ташланӑ. Видео халӑх тетелне лекнӗ. Ӗҫ тумтирӗпе пулнӑран тухтӑрсем службӑра пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫынсене васкавлӑ пулӑшма хатӗр тухтӑрсенчен пӗри, ҫӳллӗ кӗлӗллӗ хитре пушмак тӑхӑнни, самай хуҫкаланать. Тепӗр ӗҫтешӗ те унпа ташлать. Виҫҫӗмӗшӗ видео ӳкерет. Хӑйсен ташшине пысӑка хурса хакланӑ май видеона курсан пурте тӳнсе кайӗҫ тесе калаҫҫӗ. Видео ӳкеренни: «Секси-хырӑмӑрсене кӑтартӑр», — тесе сӗннӗрен тухтӑрсенчен пӗри тумтирне ҫӗклесе хырӑмне кӑштах кӑтартса илет. Видеоролик вӗҫӗнче хӗрарӑмсем: «Секси скорой помощи, кугесинская подстанция!» (чӑв. Васкавлӑ пулӑшу сексийӗ, Кӳкеҫ подстанцийӗ!) — тени илтӗнет.
Пурнан пурнӑҫра сиксе тухакан ыйтусене уҫӑмлатма Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗнче социаллӑ тата консультаци пулӑшӑвӗ кӳрекен уйрӑм йӗркеленӗ.
Унта пыракансене уйрӑм специалисчӗсем учреждени кӳрекен пулӑшу ҫинчен каласа кӑтартнипе пӗрлех ыйтӑм та йӗркелеҫҫӗ, кирлӗ специалистсем патне яраҫҫӗ. Ыйтӑва центрта татма май ҫук чухне пулӑшу шыраса ӑҫта каймаллине ӑнлантараҫҫӗ.
Уйрӑм специалисчӗ Людмила Шубина пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни ҫынпа унӑн кӑмӑл-туйӑмне кура калаҫма тивет. Теприсем чуна уҫма васкамаҫҫӗ, апла пулин те вӗсен чун ыратӑвне ӑнланма тӑрӑшмалла.
Социаллӑ тата консультаци пулӑшӑвӗ кӳрекен уйрӑмран ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 969 ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хӑшӗсене специалистсем киле ҫитсех сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |